Ҫӗнӗ Кинчер — Вӑрмар районӗнчи ял. Аслӑ Пинер ял тӑрӑхне кӗрет.
Вӑрмартан 23 ҫухрӑмра ларать.
Урамӗсем: Симӗс (Зеленая), Тимӗрҫ (Кузнечная), Хӑрах (Однорядка), Первомайски, Тӗп, Шкул.
Ял хӗррипе Вӑта Енӗш шывӗ юхса иртет. Ялтан инҫе мар Вӑта Енӗшпе Кӗҫӗн Енӗш шывӗсем пӗрлешеҫҫӗ.
2006 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ялта 192 ҫын пурӑннӑ. Вӗсенчен 80 арҫын, 112 хӗрарӑм пулнӑ.
2010 ҫул пуҫламӑшне пӑхсан кунта 180 ҫын пурӑннӑ. Пурӗ 91 кил шутланнӑ.
Пурӗ 81 кил шутланать. Ялта Вӑрмар райоповӗн лавкки пур.
Ку ялта «Кинчер» ХАО вырнаҫнӑ, директорӗ — Иванов Иван Константинович.
5 ҫухрӑмра М7 автоҫул иртет, унтан асфальт сарнӑ ҫулпа ял ҫитме пулать.
Культурӑллӑ ҫурсене илес пулсан ялта шкул (63 ача вӗренет), ача пахчи (16 ача ҫӳрет), ял клубӗ (заведующийӗ — Филиппов Владимир Аркадьевич) пур.